Кӑҫалхи пӗрремӗш квартала пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре эрехпе наркӑмӑшланнӑ ҫынсен 1,3 проценчӗ Канаш районӗнче пурӑнать. Ҫакна кура район администрацийӗ чи урӑ урама тата чи урӑ яла палӑртас тӗллевпе конкурс ирттерет. Ҫӗнтерӳҫӗсене укҫан хавхалантарӗҫ.
Ҫавӑн пекех Канаш районӗнче эрех-сӑрапа тӑтӑшах айкашакан ҫынсен списокне хатӗрленӗ. Вӗсене нарколог патне сипленме ярасшӑн.
Кунсӑр пуҫне районти медӗҫченсем рейдсем ирттереҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра эрехпе иртӗхекен ачасемпе ашшӗ-амӑшне тупса палӑртаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм самокат ҫинчен персе анса аманнӑ.
Пӑтӑрмаха вӑл «Канаш-Ҫӗнӗ Туҫа-Славаш» ҫулпа пынӑ чухне лекнӗ.
Анат Вӑрманъял ялӗ тӗлӗнче вӑл ҫул ҫине йӑтӑнса аннӑ. Пуҫне амантнӑ хӗрарӑма больницӑна ӑсатнӑ.
Канаш районӗнчи Мӑкӑр кӗперне ЕРРНа федераци пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗ пек кӗртнӗ.
Палӑртмалла: кӗпере 1916 ҫулта тунӑ. Унпа чукун ҫул пек усӑ курнӑ. Анчах 1986 ҫулта вӑл ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кӗпер хӑйне евӗрлӗхӗпе, аркӑсен ҫӳллӗшӗпе палӑрса тӑрать.
Хальхи вӑхӑтра Мӑкӑр кӗперӗ туристсене илӗртет.
Паян ирпе Канаш районӗнче тӑватӑ машина ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «VW Taos» автомобиле тытса пыракан 37 ҫулти хӗрарӑм-водитель сулахай енчен сылтӑм енне куҫнӑ чухне «Солярис» машина ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫав самантра хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ 14-мӗш модельлӗ «Лада» пынӑ. Вӑл инкеке лекес мар тесе хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та 11-мӗш модельлӗ «Лада» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑсен водителӗсем шар курнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта вара васкавлӑ пулӑу машини ҫине ӳсӗр водитель пырса кӗнӗ.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗнче Лидия Филиппова тата Владимир Мишшан сӑвӑҫсемпе тӗлпулу иртнӗ.
Лидия Филиппова — чӑваш ҫыравҫи, журналист-публицист, филологи наукисен кандидачӗ, доцент. Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл — 21 литературӑпа публицистика тата илемлӗ литература кӗнекисен авторӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри литература премине — Василий Шукшинӑн ылтӑн медальне — тивӗҫнӗ.
Владимир Мишшан (Васильев) — поэт-куҫаруҫӑ, поэт-юрӑҫ. Шупашкар районӗнчи Чулкассинче ҫуралнӑ.
Пултарулӑх ӑстисем пухӑннисене хӑйсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫамрӑк вулакансен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Ӗнер кӑнтӑрла Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пушар сӳнтернӗ. Унта ял хуҫалӑх предприятийӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ пахча ҫимӗҫ управӗ ҫуннӑ.
Пушара хӑвӑртах сӳнтернӗ. 20 минутран ҫулӑма тӗп тунӑ. Пушар 50 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Паян ҫӗрле Канаш районӗнчи Сиккассинче 55 ҫулти арҫыннӑн килӗ ҫунса кӗлленнӗ.
Иртнӗ талӑкра Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Канаш районӗсенче типӗ курӑк ҫунтарса шар курнӑ. Ҫулӑм ҫурт-йӗр, хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ.
Ӗнер Муркаш районӗнче «Автотранспортник-3» сад юлташлӑхӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарса пушар тухнӑ. Унта ҫулӑм икӗ йывӑҫ ҫурта тӗп тунӑ, 1800 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ.
Шупашкар районӗнче «Труд» тата «Мечта» сад юлташлӑхӗсенче икӗ дача ҫунса кӗлленнӗ. Вӑрнар районӗнчи Ҫӑкаллӑ Явӑш ялӗнче 64 ҫулти хӗрарӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ.
Ҫуркунне ҫитрӗ те типӗ курӑк ҫунтарас сезон пуҫланчӗ темелле. Иртнӗ талӑкра пушарнӑйсем 4 вырӑна ҫитсе ҫунакан типӗ курӑка сӳнтернӗ.
Шупашкар районӗнчи Янашкасси ялӗнче 50 гектара яхӑн ҫӗр ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Пӑрачкав районӗсенче типӗ курӑка сӳнтерме тивнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Ачча ялӗнчи арҫын ҫӳп-ҫап ҫунтарса килсӗр-ҫуртсӑр, хуралтӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ачча ялӗнче арҫын ҫӳп-ҫап ҫунтарас тенӗ те пӳртсӗр тӑрса юлнӑ.
Вӑл ҫӳп-ҫап ҫунтарма пуҫланӑ та ҫулӑм типӗ курӑ тӑрӑх кайса ҫурт патне ҫитнӗ. Ҫурчӗ кӑна мар, хуралтӑ таврашӗсем те ҫунса кӗлленнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви юлашки талӑкра республикӑра 8 пушар пулнине палӑртнӑ.
Паян Республикӑн мануаллӑ терапи центрӗн тӗп тухтӑрне Алексей Волкова юлашки ҫула ӑсатнӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗн чӗри пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. Вӑл 57 ҫулта пулнӑ.
Алексей Зинонович 1965 ҫулта Канаш районӗнчи Сиккассинче ҫуралнӑ. 1988 ҫулта вӑл тухтӑр пулма вӗренсе тухнӑ. Унтан травматологипе ортопеди енӗпе ординатурӑра вӗреннӗ. Вертебро-неврологи енӗпе специалист пулнӑ май 1990 ҫулта Хусанти патшалӑх медицина академийӗнче виҫӗ уйӑхлӑх курсра пӗлӗвне туптанӑ.
1991 ҫултанпа Алексей Волков Республикӑн мануллӑ терапи центрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Тепӗр пилӗк ҫултан ӑна тӗп врачӑн заместителӗ пулма шаннӑ, 2000 ҫултанпа центрта тӗп врач пулса тӑрӑшма тытӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |